Ббк 74. 268. 3 Чув ч 12 Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви усă курма ирĕк панă



страница5/5
Дата13.01.2018
Размер0.81 Mb.
#45304
1   2   3   4   5

Н.В.Шупуççынни. «Чĕлĕм», «Аслă çул», «Маттурлăхăм» (сă-вăсем). Пурнăçĕпе пултарулăхĕ. Синкерлĕ шăпи. Лирика геройĕ. Сăвăçăн гражданлăхĕ. Поэзие кÿнĕ çĕнĕлĕхсем. Халăх кĕввин пу-янлăхĕ.

XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи драматурги

Пăлхавăрсем вăхăтĕнче драматурги ăсталăхĕ анлă сарăлнин сăл-тавĕсем. Драматургипе çыру ăстисен пултарулăхĕ çыхăнса тăни. Драматурги жанрĕсем, темисем, тĕсĕсем аталанса пыни.

К.В.Иванов. «Шуйттан чури» (трагеди).

Константин Иванов - чăваш поэзийĕн сÿнми çăлтăрĕ. Кун-çулĕ, нумай енлĕ таланчĕ. Чăваш сăмахлăхĕнчи вырăнĕпе пĕл-терĕшĕ.

«Шуйттан чури» сăвăлла трагедин пахалăхĕ: теми, жанрĕ, сă-нарсем, хавхи, илемлĕх мелĕсем.

К.В.Иванов хайлавĕсен илемĕ, янăравлăхĕ. 52

XX ĔМĔРĔН 20-МĔШ ÇУЛĔСЕНЧИ ЧĂВАШ ЛИТЕРАТУРИ

(11 сех.)

Пурнăçпа сăмахлăх. Пичетре пăлхавăрсен, выçлăх çулĕсен, граждан вăрçин тата наци кĕрешĕвĕн темисем палăрни. Паттăрлăх хавхи çиеле тухса пыни. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн аваллăхне çутатни. Чăваш патшалăхĕн тытăмĕ çĕнĕрен йĕркеленме пуçлани. Хаçат-журнал, вĕренÿ чĕрĕлсе тăни.

Чĕнÿллĕ, йыхравлă лирика

Иван Ахах, Георгий Тал-Мăрса, Çеçпĕл Мишши 10-20-мĕш çулсен чиккинче çырнă сăвăсен чăваш поэзинчи вăйлă ахрăмĕ. Выçлăх çулсем хыççăн сăвăçсен çĕнĕ ăстрăмĕ çĕкленсе тухни. 20-мĕш çулсенчи лирикăн темăпа жанр тĕсĕсем, пултаруллă ăс-тисем. Литература историйĕнче юлнă паллăрах хайлавсен паха-лăхĕ. Н.Ваçанкка, Ç.Элкер, Г.Кели, А.Петтоки, В.Митта, П.Ху-санкай, И.Тукташ сăвви-поэми. В. Рзай еткерĕ.

Çеçпĕл Мишши. «Кĕпер хывăр!», «Хĕрлĕ-хĕрлĕ мăкăньсем», «Чăн чĕрĕлнĕ», «Или, или! Лима савахвани!..», «Паянтан» (сă-вăсем). Çырусем.

Çеçпĕл Мишши - чăваш поэзийĕн классикĕ. Пурнăçĕпе пул-тарулăхĕн тата таланчĕн хăй евĕрлĕхĕ. Поэтăн тĕрлĕ тапхăрти пул-тарулăхĕ.

Çеçпĕл поэзийĕн интернацилĕхпе нацилĕх паллисем, рево-люци хастарлăхĕ.

Лирика геройĕ, сăвăçăн элтешлĕх хавхи, публицистика çи-вĕчлĕхĕ.

Поэзие кÿнĕ çĕнĕлĕхсем. Сăвăсен илемлĕх мелĕсем.

Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕн тата пурнăçĕн халăх ăс-хакăлĕн-чи вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ.

Литература ăсталăхĕ. Çĕкленÿлĕх хавхи. Сăвăсен ушкă-нĕсемпе тĕсĕсем, илемлĕх мелĕсем, виçисем, жанрĕсем.

20-мĕш çулсенчи проза

Пичетпе радио мелĕсем вăйланни илемлĕ сăмахлăха аталанма хистени. 20-мĕш çулсенче прозăн вăйлă аталаннă жанрĕсем, хав-ха тĕсĕсем. Эпика тематики сарăлса пыни. Ăста реалистсем: Хум-ма Çеменĕ, Трубина Мархви, Исаев Мĕтри, Иван Курак, Нико-лай Патман, Мĕтри Юман. Иван Мучи тата «Капкăн» тавра «ÿснĕ» кулăшпа питлев. Психологизм вăйланса пыни. Влас Паймен, Сер-гей Ялавин, Илле Тăхти, Максим Данилов-Чалдун хайлавĕсем.

Хумма Çеменĕ. «Станцăра».

Хумма Çеменĕ - сăвăç, прозаик, журналист. Пултарулăхĕн тĕп палăрăмĕ. Чĕлхепе шухăшлав ăсталăхĕ.

«Станцăра» тата ытти калавсенче çынсен кăмăл-сипет енĕсе-не тарăн çутатни.

Литература ăсталăхĕ. Проза хайлавĕсен жанрпа стиль тĕсĕсем. Калавпа новелла поэтики. 53

20-мĕш çулсенчи драматурги

Халăх шилĕкĕнчен ятарлă сцена патне куçса пыни драматур-гие çĕнĕ шая хăпартни. Класс кĕрешĕвне çутатакан драматургин тĕп енĕсем. И.Максимов-Кошкинский, Мĕтри Юман драмисем. Пĕчĕк хапаллă хайлавсем. Çĕпритун Шăпчăкăн, Иван Мучин, Сте-пан Лашманăн тата ыттисен шилĕк пултарулăхĕ. Иван Викторов, Михаил Юрьев, Петр Осипов вăхăт таппине тĕрĕс кăтартни.

Пултару ĕçĕ. «Итле мана, ват асатте!» ятлă ирĕклĕ хайлав çыр-малла, çыру, пуçтай, асăну е урăх жанр мелĕпе çырнă çыру ĕçĕ.

Ф.П.Павлов. «Ялта» (драма).

Федор Павлов - драматург, композитор, тĕпчевçĕ, сăвăç, вĕрентÿçĕ, ăс-хакăл ăсти. Пурнăçĕпе пултарулăхĕ. Таланчĕн хăй-не евĕрлĕхĕ.

«Ялта» - чăваш сăмахлăхĕн паха драми. Синкерлĕ пурнăçпа инкеклĕ юрату йĕрĕсене кăтартни. Драматург ăсталăхĕ. Сăнарĕ-сем.

Литература ăсталăхĕ. Драматурги жанрĕсем, вĕсен тĕсĕ-сем. Драма ретĕнчи жанрсем пĕр-пĕринчен сюжет йĕрĕпе, тыма-рĕпе, конфликчĕпе уйрăлса тăни.

ВĂТĂРМĔШ ÇУЛСЕНЧИ ЧĂВАШ ЛИТЕРАТУРИ (1930-1941) (10 сех.)

Пĕтĕмĕшле тишкерÿ. Малтанхи пилĕкçуллăхсен таппи сăмах-лăхра палăрса тăни. Литература вăйĕсене пĕрлештерни, совет çырав-çисен 1934 çулхи I съезчĕ. А.М.Горькипе АА.Фадеев чăваш çырав-çисене пулăшги. Вăтăрмĕш çулсенчи чăваш сăмахлăхĕ çĕнĕ самана çĕнтерĕвбшĕн кĕрешни. Кĕрешĕвĕн ырă тата хаяр енĕсем. Пул-тарулăх меслечĕн çитменлĕхĕсемпе чăрмавĕсем. Литературăн тал-пăнуллă утăмĕсем, юхăмсемпе ушкăнсем. Жанр пуянлăхĕ. Истори темипе историлĕх принципĕ тарăнланса пыни.

30-мĕш çулсенчи сăвă-юрă

Темăпа жанр пуянлăхĕ, паллă çывравçăсем. Ирĕклĕ самана кĕвви. Юрă ăстисем: Иван Ивник, Илле Тукташ, Нестер Янкас, Кĕçтук Кольцов, Владимир Бараев, Уйăп Мишши. Сюжетлă ли-рика аталанăвĕ. Петĕр Хусанкайăн, Яков Ухсайăн, Митта Ваç-лейĕн поэмисем.

Илле Тукташ. «Тупа», «Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам!»

Илле Тукташ - юрă сăмахĕсен ăсти, «Тăван çĕршыв» гимн авторĕ. Пурнăçĕпе пултарулăхĕн уйрăмлăхĕсем. Поэзийĕн халăх-лăхĕ, сăнарлăхĕ.

И.Ивник. «Юрату», «Хĕллехи каç» т.ыт.сăвăсем.



Н.К.Янкас. «Ывăл», «Шетмĕ шывĕ хĕрринче» (сăвăсем).

Литература ăсталăхĕ. Халăх тата çыравçă юррисен по-этики. Чăваш юррин наци паллисем. 54

30-мĕш çулсенчи эпика

Çитĕнÿ паллисем. Ăста прозаиксемпе вĕсен тĕп хайлавĕсем. Эпика речĕсемпе ушкăнĕсем, жанрĕсемпе тĕсĕсем туллин сарăл-са çитни. Пысăк хапаллă хайлавсен шăпи.



С.В.Ялавин. «Çул çинче» (калав).

Сергей Ялавин - талантлă çыравçă, вĕрентÿçĕ, тĕпчевçĕ. Пур-нăçĕпе пултарулăхĕн тапхăрĕсем. Сергей Ялавин прозин психо-логи тарăнлăхĕ. Пурнăçпа вилĕм теми.

30-мĕш çулсенчи драматурги

П.Н.Осипов, И.С.Максимов-Кошкинский, Н.С.Айзман, А.Д.Кăлкан, Я.Г.Ухсай, В.О.Алагер камичĕсем, драмисем, тра-гедийĕсем. Вăхăт палли тата ăнăçлă хайлавсен пахалăхĕ.



П.Н.Осипов. «Айтар» (драма).

Петр Осипов - чăваш халăх çыравçи, драматург, прозаик, музыкант, врач. Пурнăçĕпе пултарулăхĕн тапхăрĕсем. Драматур-гипе прозăри пысăк ĕçĕсем. Вĕсен литература аталанăвĕнчи вы-рăнĕпе пĕлтерĕшĕ.

«Айтар» - чăваш драматургийĕн классика çÿлбкбнчи хайлавĕ. «Айтар» драма поэтики, пахалăхĕпе пĕлтерĕшĕ. Драма вариантлăхĕ.

Литература ăсталăхĕ. Драматурги ретĕнчи жанрсен тата вĕсен тĕсĕсен поэтики.

ТĂВАН ÇĔРШЫВĂН АСЛĂ ВĂРÇИ ВĂХĂТĔНЧИ ТАТА УН ХЫÇÇĂНХИ ЧĂВАШ СĂМАХЛĂХĔ (1941-1955) (11 сех.)

Пĕтĕмĕшле тишкерÿ. Вăрçă çулĕсенчи сăмахлăх тĕллевĕсем, майĕсем, пĕлтерĕшĕ. Чăваш çыравçисем вăрçă хирĕнче çапăçни. Вутра çуралнă хайлавсем. Вăрçăра пуç хунă, вăрçăран таврăннă, вăрçă хыççăн сăмахлăх ĕçне кÿлĕннĕ çыравçăсем. Тылра пулнă çыравçăсен пултарулăхĕ. Халăх сăмахлăхĕ.

Вăрçă хыççăнхи литература аталанăвĕ. Чăваш сăмахлăхĕпе ÿнерĕн Мускаври эрни (1950), СССР писателĕсен II съезчĕ (1954).

Литература пĕлĕвĕн çул-йĕрĕ. Усбмсемпе чăрмавсем.

Çулăмра çуралнă поэзи

Çар лирикин жанрбсем. Сăвăллă роман калăпланса çитни. Пуç хунă сăвăçсен пултарулăхб: Кбçтук Колъцов, Василий Васькин, Илья Думилин, Илья Семенов, Максим Ястран, Вениамин Туртуш тата ыттисен сăввисем. Вăрçă витĕр тухнă çыравçăсен пултарулăхĕ: Ва-лентин Урташ, Николай Евстафьев, Иван Малкай, Николай Сан-дров, Уйăп Мишши, Алексей Воробьев сăвви-поэмисем.

П.П.Хусанкай. «Тилли юррисем» (ярăм).

Петĕр Хусанкай - чăваш халăх сăвăçи, куçаруçă, патшалăхпа халăх ĕçĕн кĕрешÿçи. Пурнăçĕпе пултарулăхб. Çитбнÿ тапхăрбсем. Сăввисемпе 55

поэмисем, сăвăлла романб. «Тилли юррисем» - фи-лософиллб лирика ярăмб. Ярăм пахалăхб. П.Хусанкай — куçарупа публицистика ăсти.

П.П.Хусанкай поэзийбн нумай нациллб Раççей ÿнерĕнчи вы-рăнĕпе пĕлтерĕшĕ.

Паттăрлăх прози

Вăрçă вăхăтĕнчи тата вăрçă хыççăнхи эпика аталанăвĕн уй-рăмлăхĕсем. Чăнлавлă публицистикăпа новеллистика ÿсĕмĕ. Вăр-çă хыççăнхи калавсемпе повеçсем. Истори ыйтăвĕ, ял нуши. Суя хавхалăха сирме пултарнă çыравçăсем. Лирикăллă психологизм вăй илсе пыни.

Вăрçăра пуç хунă çыравçăсем. М.Н.Данилов-Чаддун, Кĕçтук Кольцов, Владимир Бараев пурнăçĕпе пултарулăхĕ.

М.Н.Данилов-Чалдунăн «Лизавета Егоровна» калавĕ - вăрçă эпикин кăтартуллă тбслбхб.

Вăрçăран таврăннă çыравçăсен пултарулăхĕ. Куçма Пайраш ка-лавĕсем. «Пурнăç хакĕ» калав пахалăхб.

Л.Агаков. «Юрă пурпĕр янăранă» (калав).

Вăрçă вăхăтĕнче тылра ĕçленĕ çыравçăсен пултарулăхĕ, паллă хайлавĕсем (Куçма Чулкаç, Аркадий Ĕçхĕл, Степан Аслан, Нико-лай Шелепи тата ыттисем).

С.В.Элкер. «Хурапа шурă» (повесть).

Çемен Элкер - чăваш халăх сăвăçи, поэзи, проза, драматур-ги ăсти. Пурнăçĕпе пултарулăхĕн тапхăрĕсем. С.В.Элкер еткерĕн пахалăхĕ, пĕлтерĕшĕ.

«Хурапа шурă» повесть - автобиографи пайрăмĕллĕ хайлав. Повесть поэтики, тĕсĕ, психологи хăвачĕ. Сăнарсем.

Литература ăсталăхĕ. Поэма, сăвăлла роман, повесть, сăвăлла повесть тĕсĕсем, вĕсен тытăмĕ.

Пĕтĕмлетÿ тишкерĕвĕ. Чăваш халăхĕн авалхи палăкĕсем тата Х\ЧП-XX ĕмĕрсенчи сăмахлăхăн ахахĕ-мерченĕ.

Пăхмасăр калама вĕренмелле:

Никита Бичурин, Гаврил Кореньков, Çеçпĕл Мишши, Çемен Элкер, Петĕр Хусанкай тата ытти çыравçăсен хайлавĕсене хрес-томатисенче кăтартса хăварнă. Программа ачасемпе вбрентÿçĕсе-не хăйсене килĕшнĕ хайлавсене суйласа илме ирĕк парать. Пăхма-сăр калама вĕренмелли пăрăнми виçе - меслет ăслăлăхĕ кăтартнă чухлĕ.

Вĕренекенсен пĕлмелле:

- чăваш халăх сăмахлăхĕпе литературин тапхăрĕсене, кашни тапхăрта çĕршыв мĕнле аталаннине тата вăл литературăра мĕнле сăнланнине;

- кашни тапхăрти паллă çыравçăсен пурнăçĕпе пултарулăх-


не;

- литература речĕсене, вĕреннĕ хайлавсен тĕсĕсене, сăнарĕ-сене;

- çыравçăсен шухăшпа илемлĕх ăсталăхĕн хăй евĕрлĕхне;

56
- чăваш литературин аталанăвĕнчи вырăс тата ытти халăх ли-тературисен пĕлтерĕшне;

- литература класлăхĕпе халăхлăхне ăнлантарма;

- пăхмасăр калама вĕреннĕ хайлавсене;

- хайлавсен тĕп шухăшĕпе çивĕч ыйтăвĕсене;

- хирĕçÿ, ĕç йĕрки, хайлав тытăмĕ, сăнар, чĕлхе хайлавра шухăшпа илемлĕхшĕн мĕнле вырăн йышăннине;

- пĕр е темиçе хайлаври сăнарсене;

- хайлав пафосне (ĕçсемпе сăнарсене автор мĕнле шухăш-туйăмпа хакланине), пафоспа стиль юхăмĕсене;

- çыравçă тĕнче курăмĕпе пултарулăхĕ хушшинчи çыхăнăва.
XI класс

Пĕтĕмлетÿллĕ тишкерÿсемпе хайлавсем валли - 48 сех.

Çыру ăсталăхне аталантарма - 10 сех.

Хушма тата ирĕклĕ вулава йĕркелеме - 6 сех.

VIII-XI классенче вĕреннине çирĕплетме - 4 сех.

Пĕтĕмпе - 68 сех.

ЧĂВАШ ЛИТЕРАТУРИН XX ĔМĔРĔН ИККĔМĔШ ÇУРРИНЧИ АТАЛАНĂВĔ

(1955-2000)

Кÿртĕм (1 сех.). XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчи халăх пурнăçĕ-пе ÿнер аталанăвĕнчи паллăрах улшăнусем. Сăмахлăх çул-йĕрĕн тапхăрĕсем. 60-70-мĕш çулсенчи пĕчĕк чĕрĕлÿ («Хрущев ăшши»).

Таврăннă ятсем. Ăс-хакăл культ синкерĕнчен тухса пыни. 1970—1985 çулсенчи чăваш сăмахлăхĕнчи ырă тата усал туртăм-сем. Пысăк жанрсен ÿсĕмĕ. Ăнăçлă повеçсемпе романсем, драма-тургири паллăрах хайлавсем.

Çĕнĕлле йĕркеленÿ çулĕсенче (80-90-мĕш çулсем) уççăнлăх сăмах ÿнерне вăй пани. «Манăçнисене» аса илни (Н.В.Николь-ский, Г.И.Комиссаров-Вантер, Мĕтри Юман, Виктор Рзай, Алек-сей Милли, Сергей Ялавин тата ыттисем).

Литература ĕçне тулай чăваш çыравçисем хутшăнни, «Канаш», «Урал сасси», «Сăвар», «Самар ен» хаçатсем тата Хусанта, Ĕпхÿ-ре тухакан журналсем тавра çыравçăсем пĕтĕçни. Çамрăк ăру çĕ-нĕлĕхĕсем.

XX ĔМĔРĔН 50-70-МĔШ ÇУЛĔСЕНЧИ ЧĂВАШ ЛИТЕРАТУРИ (32 сех.)

50-70-мĕш çулсенчи поэзи

Кÿртĕм калаçу. XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчи чăваш поэзийĕн пĕтĕмĕшле хакĕ. Поэзи тĕсĕсем, жанрĕсем, лайăх тĕслĕхĕсем. Тĕрлĕ ăстрăмри сăвăçсен йышĕ, пултарулăх еткерĕ. 57

Ăслă ăру ăсталăхĕ. 50-70-мĕш çулсенче ăнăçлă ĕçленĕ сăвăç-сем. Сăвă-поэмăра, сăвăлла романсенче, хайлав ярăмĕсенче ăс-хакăл тĕпчевлĕхне тата чун-чĕре ирĕклĕхне туллинрех уçса пама ăнтăлни. Саманан çивĕч ыйтăвĕсене лиро-эпикăра ытарлă е ли-рикăллă туртăмсемпе кăтартса панин сăлтавĕсем (Митта Ваç-лейĕн «Тайăр» ярăмĕ, П.Хусанкайăн «Тилли юррисем», А.Ал-ган «Хамăр ялсем», А.Афанасьевăн «Тăванкассем» тата ытти хай-лавсем). Поэзи халăх философийĕн тарăнлăхне ăнкарса пыни. Аваллăх, истори, вăрçă-харçă тата ытти темăсене ÿнер мелĕ-семпе ÿкерчĕклĕ те шухăшлă кăтартас ăсталăх ÿсни. Лирикăра элтешлĕх (гражданлăх), çивĕчлĕх (публицистика) наци паттăрлăхĕн кĕввисемпе пĕрлешсе янăранин тĕслĕхĕсем. Я.Г.Ухсай, С.А.Шавлы, А.Е.Алга пултарулăхĕнчи паллă йĕрсем, çĕнĕлĕхсемпе пахалăхсем. Митта Ваçлейĕ. «Тайăр» сăвă ярăмĕ.

В.Е.Митта - чăваш поэзийĕн классикĕ. Пурнăçĕпе пултару-лăхĕ, йывăр шăпи.

«Кăмăлăмпа шухăшăм» кĕнекери сăвă ярăмĕсем. Шухăшпа илемлĕх тачă çыхăнура пулни. Поэзин илемлĕх тĕнчи.

Я.Г.Ухсай. «Ача чухнехи çăлтăрăм», «Кĕлпук мучи».

Ухсай Яккăвĕ - чăваш халăх сăвăçи, публицист, драматург. Пурнăçĕпе пултарулăхĕн тапхăрĕсем. Малтанхи сăввисемпе по-эмисем. «Атă кунчинчи тетрадь» - çар поэзийĕн паха тĕслĕхĕ. «Хурçă та çуннă чух» кĕнекери поэмăсем. «Кĕлпук мучи», «Ача чухнехи çăлтăрăм», «Шурă хурăнпа калаçни» поэмăсемпе «Ту урлă çул» сăвăлла роман поэтики. «Тутимĕр» тата «Шуйттан чури» тра-гедисен пахалăхĕ.

Я.Г.Ухсай поэзийĕн тĕнче ÿнерĕн çÿлĕкĕ çинчи вырăнĕ.

А.Е.Алга. «Шыв арманĕ» (халап).

Александр Алга - чăваш халăх сăвăçи. Пурнăçĕпе пултару-лăхĕн тапхăрĕсем. Сăввисемпе поэмисен пахалăхĕ, самана тап-пин витĕмĕ.

«Шыв арманĕ» халап поэтики. Тĕп сăнарсемпе хирĕç тăру йĕрĕсем.

С.А.Шавлы. «Ватă çын тăпри çине», «Ял хĕрарăмĕсем», «Хăр-нă хĕрессем» (сăвăсем). «Çиçĕм çиçет», «Çăпата» (поэмăсем).

Стихван Шавлы - чăваш халăх сăвăçи. Çыравçă пурнăçĕпе пултарулăхĕн паллăрах енĕсем. С.Шавлы - публицистика лири-ки тата сăвăллă питлев ăсти.

Лиро-эпикăллă поэмăсемпе сăвă ярăмĕсем.

Литература ăсталăхĕ. Публицистикăлла поэзи жанрĕ-семпе ушкăнĕсем. «Ял литератури», «лăпкă лирика», «ăс-хакăл сăввисем». Хайлавсенче пурнăç хирĕç тăрăвĕсене философиллĕ-рех ăнлантарма тăрăшни.

50-70-мĕш çулсенчи проза 58

XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчи чăваш прозин пĕтĕмĕшле сăн-сăпачĕ: паллă çыравçисем, вĕсен ÿсĕмлĕ хайлавĕсем. Литература речĕсемпе жанрĕсен йышĕ. 50-70-мĕш çулсенчи прозăра аслă ăру-ри ăстасем хăварнă еткер.

а) Халăх сийĕсен кĕрешĕвне кăтартакан психологиллĕ хайлав-сем^

Ĕлĕкхи пурнăçа анлăн кăтартакан социаллă-психологиллĕ про-изведенисем (А.Талвирăн «Пăва çулĕ çинче», М.Трубинан «Ача чухнехи», М.Ухсайăн «Кăра çилсем» тата ытти повеçĕсемпе В.Пайменăн «Кĕпер», С.Асланăн «. сарлака», Илпек Микулайĕн « витĕр çул курăнать», Н.Макс сăн-сăпачĕ. Еç халăхне сăнлас ланни. Ăса, тĕрлĕ ĕçе, ырă кăмг кĕрешÿ халалĕсем ăруран ăрăва харпăрлăх çынсен кăмăлне хытар хĕлĕ, социаллă кĕрешĕвĕ вĕсен лăхне ÿстернине сăнлани. Кĕреп туринче социаллă-психологиллĕ

Илпек Микулайĕ. «Хура çăкăг.

Илпек Микулайĕ - чăваш рулăхĕн паллăрах енĕсем.

«Хура çăкăр» романра Раççе чăваш ялĕн пурнăçне, тĕрлĕ йы ги енчен витĕмлĕн çутатса пани ял халăхĕ икĕ хирĕçле ушкăна чен чунне выçлăхлантарни, пуя? лантарни (Шерккей сăнарĕ). Ĕç çине тухса тăни (Тухтар, Сел социаллă-психологиллĕ чăнлăх йăли-йĕркине, культурипе фи Сюжет тытăмĕ. Чĕлхе уйрăмлăхе

Литература ăсталăхĕ. 1 аталанни. Роман тĕсĕсем (ист приключениллĕ, роман-эссе, Э1

ă) Истори чăшшхĕллĕ хаилав

Халăх сийĕсен кĕрешĕвне к; риллĕ хайлавсем. Истори чăнл лавсемпе усă курса çырни (А. рăн «Шурча таврашĕнче», К.Т П.Осиповăн «Элкей таврашĕ» произведенисен илемлĕх мелĕс ларнин шайĕ.

б) XX ĕмĕр варринчи çар проз

Чăваш литературинчи çар I шывăн аслă вăрçинчи чăтăмл Фронтран таврăннă çыравçăа А.Алган «Хĕçпе çурла», М.Киг маççĕ», А.Афанасьевăн «Юман; тесемпе пĕрлех кăвакартăмăр» çăлтăр», В.Алентейĕн «Альма» çĕсем тата ытти хайлавсем). ( психологи енчен тарăн кăтарта мипе çырнă кĕнекисем. менăн «Кĕпер», С.Асланăн «Ахрат», Н.Мранькан «Ĕмĕр сакки сарлака», Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр», Л.Таллеровăн «Çăлтăр витĕр çул курăнать», Н.Максимовăн «Тапă» романĕсем). Халăх сăн-сăпачĕ. Еç халăхне сăнлас пултарулăх, историзм малалла ата-ланни. Ăса, тĕрлĕ ĕçе, ырă кăмăл-сипете вĕрентессипе социаллă кĕрешÿ халалĕсем ăруран ăрăва куçса пынине кăтартни. Уйрăм харпăрлăх çынсен кăмăлне хытарнине, ял-йышăн пĕрлешÿллĕ ĕçĕ-хĕлĕ, социаллă кĕрешĕвĕ вĕсен характерне çирĕплетнине, çын-лăхне ÿстернине сăнлани. Кĕрешÿçĕсен сăнарĕсем. Чăваш литера-туринче социаллă-психологиллĕ роман жанрĕ вăйланни. Илпек Микулайĕ. «Хура çăкăр».

Илпек Микулайĕ — чăваш халăх писателĕ. Пурнăçĕпе пулта-рулăхĕн паллăрах енĕсем. 59

«Хура çăкăр» романра Раççейри пĕрремĕш революци умĕнхи чăваш ялĕн пурнăçне, тĕрлĕ йышши социаллă типсене психоло-ги енчен витĕмлĕн çутатса пани. Капитализм аталанса пынă май ял халăхĕ икĕ хирĕçле ушкăна пайланни. Уйрăм харпăрлăх хрес-чен чунне выçлăхлантарни, пуянлăхпа хапсăнчăклăх туртăмне ата-лантарни (Шерккей сăнарĕ). Еç çыннисем, чухăнсем кĕрешÿ çулĕ çине тухса тăни (Тухтар, Селиме, Элентей т.ыт.те.). Сăнарсен социаллă-психологиллĕ чăнлăхĕ, ĕнентерÿлĕхĕ. Романра халăх йăли-йĕркине, культурипе философине çыпăçуллăн кăтартни. Сюжет тытăмĕ. Чĕлхе уйрăмлăхĕсем.

Литература ăсталăхĕ. Чăваш литературинче роман жанрĕ аталанни. Роман тĕсĕсем (историллĕ, психологиллĕ, социаллă, приключениллĕ, роман-эссе, эпикăллă-автобиографиллĕ роман).

ă) Истори чăнлăхĕллĕ хайлавсем.

Халăх сийĕсен кĕрешĕвне кăтартакан хайлавсен тĕсĕ — исто-риллĕ хайлавсем. Истори чăнлăхне тÿррĕмĕн, асаилÿ урлă, чăн-лавсемпе усă курса çырни (А.Артемьевăн «Тăвăл умĕн», Хв.Уя-рăн «Шурча таврашĕнче», К.Турханăн «Сĕве Атăла юхса кĕрет», П.Осиповăн «Элкей таврашĕ» тата ытти хайлавсем). Историллĕ произведенисен илемлĕх мелĕсем. Чăн пулнипе шухăшласа кă-ларнин шайĕ.

б) XX ĕмĕр варринчи çар прози.

Чăваш литературинчи çар паттăрлăхне мухтакан, Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинчи чăтăмлăха кăтартакан хайлавсен йышĕ. Фронтран таврăннă çыравçăсен прози (Л.Агаковăн «Шанчăк», А.Алган «Хĕçпе çурла», М.Кипекĕн «Паттăрсем хыпарсăр çухал-маççĕ», А.Афанасьевăн «Юманлăх çулçă тăкмарĕ», В.Сатайăн «Ат-тесемпе пĕрлех кăвакартăмăр» романĕсем, А.Артемьевăн «Алтăр çăлтăр», В.Алентейĕн «Альма», В.Погильдяковăн «Тамăк» пове-çĕсем тата ытти хайлавсем). Çар пурнăçне истори енчен анлă, психологи енчен тарăн кăтартас ăсталăх ÿсни. Çамрăксен çар те-мипе çырнă кĕнекисем.

Л.Я.Агаков. «Шанчăк» (роман).

Леонид Агаков - чăваш халăх çыравçи, сăмах ăсти. Пурнăçĕ-пе пултарулăхĕн тĕп тапхăрĕсем. «Шанчăк» роман - çар шай-мăклăхĕн (приключенийĕсен) хайлавĕ.

*Д.А.Кипек. «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ» (роман).

в)Чăваш çыннисен хулари пурнăçĕ.

Техникăпа ăслăлăх интеллигенцийĕ çитĕнни. (А.Талвирăн «Никĕс», В.Ухлин «Хĕрсем пурçăн тĕртеççĕ», Г.Красновăн «Çам-рăклăх пĕрре килет», «Кĕвĕçекене кĕве çиет» романĕсем, ытти писательсен повеçĕсем, калавĕсем, очеркĕсем).

Ăслăлăхпа техника вăйлă аталаннă вăхăтри ыйтусем. Паллăрах сăнарсем. Проза информациллĕ сюжетран хăтăлса пыни.

г)Саманташсен пурнăçне сăнарлакан сăмахлăх. 60

Чăваш прозин ялпа хула пурнăçне кăтартакан хайлавĕсем.

Ял çыннисен паллăрах сăнарĕсем. Кăмăл-сипет тасалăхĕ, ĕçри пуçарулăх, нимелĕх, ÿрĕк-сÿрĕклĕхпе, ĕçкĕпе кĕрешесси; ăрусен çыхăнăвĕ, çут çанталăк пуянлăхне упрасси т.ыт.те (А.Артемьевăн «Салампи», В.Алентейĕн «Вĕлле хурчĕ - ылтăн хурт», Мĕтри Кипекĕн «Кайăк тусĕ», А.Емельяновăн «Çавал сарăлсан», Г.Крас-новăн «Емĕр тикĕс килмест» романĕсем, В.Алагерăн «Çул юп-пинче», А.Ĕçхĕлĕн «Хĕвеллĕ çумăр», А.Медведевăн «Урапа та пĕр йĕрпе чупмасть», Л.Таллеровăн «Юхать юхан шыв» т.ыт. повеçĕ-сем тăрăх). Сăнарсен психологизмĕ тарăнланни. Самана çыннин чун-чĕре, ăс-хакăл, ĕрет-несĕп пахалăхĕсене ăста кăтартни.

А.С.Артемьев. «Алтăр çăлтăр», «Салампи».

А.С.Артемьев - чăваш халăх писателĕ. Пурнăçĕпе пултарулăхĕн паллăрах тапхăрĕсем. «Алтăр çăлтăр» тата «Салампи» повеçсем — чăваш прозинчи çĕнĕ тапхăр пуçланнине палăртакан хайлавсем. Вĕсен проблематики - чăваш çамрăкĕсен таса юратăвĕпе туслăхĕ, çирĕп кăмăлĕ, халăхăн ырă йăли-йĕркине упрасси. Юрату - яш-кĕрĕме чун-чĕрипе тасалма, çепĕçленме, пиçĕхме, паттăр пулма хавхалантаракан вăй. Хайлавсен чĕлхе пуянлăхĕ, тытăмĕ, сюжет йĕрĕсем. Хирĕçлетÿпе, лирикăллă пайрăмсемпе, психологи мелĕ-семпе ăнăçлă усă курни. Пурнăç чăнлăхĕпе романтикăллă çĕкленÿлĕх.

Ю.И.Скворцов. «Уках хурăнĕ».

Писателĕн пурнăç çулĕ. Унăн прозин лиризмĕпе тарăн психо-логизмĕ. Тĕп хайлавĕсемпе ĕçĕсем.

«Уках хурăнĕ» повесть. Çын шăпи, халăхăн вăрçă çулĕсенчи йывăр пурнăçĕ - писатель пултарулăхĕн тĕп шăнăрĕ. Сăнлав туртăмĕ. Çамрăк çын чун-чĕри ÿсĕмĕнчи йывăрлăхсем, вĕсене тĕрĕс ăнланасси, çĕнтерме вĕренесси. Тĕп сăнарсем. Этем психо-логине тишкерес майсемпе мелсем, стиль уйрăмлăхĕсем.

*Вуласа тишкерме: Ю.И.Скворцов. «Сурăм хĕрĕ» (повесть).

**Вуласа паллашма: В.С.Алентей. «Хирте вĕршĕнсем вĕ-çеççĕ» (роман).

XX ĔМĔРĔН 80-90-МĔШ ÇУЛĔСЕНЧИ ЛИТЕРАТУРА



(15 сех.)

XX ĕмĕр вĕçĕнчи поэзи

80-90-мĕш çулсенчи чăваш поэзийĕн пĕтĕмĕшле сăн-сăпачĕ: сăвăçсен йышĕ, паллă хайлавсем, жанр пуянлăхĕ.

Вăрçăра пиçĕхнĕ сăвăçсем (Н.Сандров, Г.Орлов, И.Малкай, П.Ялгир).

Поэзие вăрçă хыççăн кĕнисем (В.Давыдов-Анатри, Г.Ефимов, А.Галкин). «Утмăлмĕшсен» хăйне евĕрлĕ шыравĕсемпе йывăрлă-хĕсем (Г.Айхи, М.Волкова, Н.Теветкел, Г.Юмарт, В.Станьял, П.Эйзин, А.Аттил, В.Тимаков), каярахпа палăрнисем (В.Ахун, Ю.Вирьял, П.Афанасьев, Ю. 61

Сементер, М.Сениэль, Ю.Айташ, П.Яккусен). Вĕсен поэзийĕнчи самана варкăшĕ, çĕнĕлĕхсем, сă-махлăха пуянлатакан енĕсем.

XX ĕмĕр вĕçĕнчи проза

Тишкерÿ. Ĕмĕр вĕçĕнчи прозăн пĕтĕмĕшле пахалăхĕсем, шыравĕ-семпе ăнăçăвĕсем. В.Элъби, А.Емельянов, Л.Таллеров, Г.Краснов, В.Игнатьев, ХЛгивер, Д.Гордеев, В.Петров, Н.Петровская, Н.Мак-симов, В.Енĕш, ИЛисаев, ЕЛисина, ГЛуч, Б.Чиндыков, А.Каза-нов, Н.Мартынов, В.Эктел тата ыттисен хайлавĕсем.

*Вуласа тишкерме: А.Емельяновăн «Шăнкăрав курăкĕ», Л.Таллеровăн «Юхать юхан шыв» повеçĕсем.

**Вуласа паллашма: П.Афанасьевăн «Пурăн, юрату» по-веçĕ, В.Эльбин «Пулас кинсем» романĕ, Г.Ефимовăн «Типпе юл-сан» калавĕ.

50-90-мĕш çулсенчи чăваш драматургийĕ

Чăваш театрĕсемпе наци драматургийĕн аталанăвĕ. Тĕрлĕ ăст-рăмри шилĕк ăстисем тата вĕсен пултарулăхĕнчи тĕп уйрăмлăх-семпе пĕрпеклĕхсем.

Аслă ăрури ăстасем (Г.Харлампьев, Н.Айзман историллĕ драма жанрне аталантарни, А.Кăлкан, В.Ржанов, П.Осипов малтан çыр-нисене тÿрлетни, А.Кăлканăн «Иван Кадыков», «Чи пысăк телей», П.Осиповăн «Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт», И.Петровăн «Кун-çул юппинче», Н.Терентьевăн «Хумсем çырана çапаççĕ» тата ытти драмисем).

Проза хайлавĕсенчен шилĕк сценарийĕсем туни (И.Тукташăн «Хурăнлă çулпа», Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр», В.Пайменăн «Кĕпер» тата ыттисем).

Юмахлатса-юптарса çырнă камитсем (Е.Афанасьевпа Г.Терен-тьевăн «Шехри леш тĕнчере», А.Чебановăн «Праски инке хĕр парать» тата ыттисем).

Çамрăк драматургсен хайлавĕсем (Н.Сидоров, Б.Чиндыков, Н.Угарин, Г.Медведев).

Н.Т.Терентьев. «Пушар лаши» (трагикомеди).

Николай Терентьев - чăваш халăх çыравçи, çĕршыври паллă драматург. Пурнăçĕпе пултарулăхĕн тапхăрĕсем. Нумай енлĕ ĕçĕ-хĕлĕ. Драматургири хăйне евĕрлĕ ăсталăхĕ: сăнарлăх, çивĕчлĕх, психологилĕх тата ытти пахалăхсем. «Пушар лаши» - синкерпе кулăш хайлавĕ. Жанр тĕсĕ, сăнарсем, хирĕçÿсен йĕрĕ, тытăмĕ.

Н.Т.Терентьев пултарулăхĕн Раççей сцени çинчи пĕлтерĕшĕ.

*Вуласа тишкерме: Иван Вутлан. «Çĕрĕмĕр - планета» (политикăллă драма).

Пĕтĕмлетÿ. Чăваш литературин еткерĕ тата ăна тĕпчесе хакла-ни. Хальхи литература пĕлĕвĕ. Çĕршыв пурнăçĕнчи, политикăри, хуçалăхри, культурăри улшăнусем сăмахлăх умне кăларса тăратнă çĕнĕ тĕллевсем, вĕсене пурнăçламалли майсем (ирĕклĕ сÿтÿ-яву).

Пăхмасăр каласси 62

Вăтам шкултан вĕренсе тухакан яш-кĕрĕмĕн V-XI классенче вĕреннĕ сăвва-юрра тепĕр хут аса илсе çирĕплетмелле, вĕрентÿçĕ сĕннипе е хăй килĕштернипе XI класра çĕнĕрен 80—100 йĕрке-рен кая мар пăхмасăр калама вĕренмелле. Суйласа илнĕ сăвăсем, юрăсем, сыпăксем пурнăçра малашне усă курма юрăхлă пулччăр.

Вăтам шкултан вĕренсе тухакансен пăрăнми пĕлмелли ăнлавсемпе терминсем

Халăх сăмахлăх историйĕпе теорийĕн ăнлавĕсем:

-халăх сăмахлăхĕн речĕсем, ушкăнĕсем, жанрĕсем;

- халăх лирикин вĕтĕ жанрĕсем: кĕлĕсем, калмаксем, юрă-сем, такмаксем, туптармăшсем, ваттисен сăмахĕсем, йĕкĕлтÿ сă-махĕсем т. ыт.;

- халăх эпикин ытарлăх тĕсĕсем: мифсем, халапсем, юмах-сем, юптарусем, кулăшсем т. ыт.;

- халăх драматургийĕн анлă сарăлнă тĕсĕсем: вăйă, ташă, шилĕк, туй, аппаланчăк тата ытти выляну сăмахлăхĕ.
Илемлĕ литература теорийĕнчен:

- литература речĕсен, тĕсĕсен, жанрĕсен тытăмĕ (таблицăра кăтартнине ăнлантарса пама пĕлмелле);

- лирика ретĕнчи ушкăнсем, жанрсем (сăвă жанрĕсем, по-эма т. ыт.);

- эпика ретĕнчи жанрсемпе вĕсен тĕсĕсем;

- драма ретĕнчи жанрсемпе вĕсен тĕсĕсем;
-лиро-эпикăпа лиро-драматика тĕсĕсем, вĕсен пĕрпеклĕхĕ-семпе уйрăмлăхĕсем;

-прозăпа поэзи уйрăмлăхĕсем;

-литературăри илемлĕх мелĕсем: сăнарлăх, автор сăмахĕ, çыравлани, калавлани, хаклани, чĕлхе уйрăмлăхĕсем, монолог-па диалог т. ыт.;

- илемлĕ хайлав хапи, тĕшши, шухăшĕ, хавхи (тема, содер-жани, проблема, идея, пафос) т. ыт.;

- хайлав тытăмĕ, сюжечĕпе фабули, хирĕç тăрăмĕ (конфликт);

- жанрăн шалти паллисем: пайрăм, портрет, пейзаж, илемлĕх талккăшĕ, шăпа вăхăчĕ, хавхапа стиль туртăмĕ;

- илемлĕх мелĕсем (тропсем): эпитет, метоними, ьггарлăх т. ыт.;

- сăнарсен тытăмĕ, тĕп тата хушма сăнарсем;


- сăвă хывăмĕн тĕсĕсем, сăвă виçисем, састаш тĕсĕсем.

Илемлĕ литература историйĕнчен:

- пултарулăх меслечĕсем: классицизм, натурализм, роман-тизм, реализм, авангардизм, модернизм тата вĕсене аталантарнă чăваш çыравçисем;

- литература аталанăвĕн тапхăрĕсем;

63
- литература сулăмĕсем (направленийĕсем), юхăмĕсем, уш-кăнĕсем;

- авалхи тапхăрти чăваш çырулăхĕн еткерĕ, картпа руна çыру-лăхĕ;

- Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнчи литература жанрĕсем, Атăлçи халăхĕсен арабла аталаннă поэзийĕ (Вăтăр Юман, Калай Малля);

- кивĕ çырулăх вăхăтĕнчи çыравçăсем (Н.Я.Бичурин, В.И.Ле-бедев, С.М.Янтуш т. ыт.);

- Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче йĕркеленнĕ «хăватлă ушкăн» ĕçĕ-хĕлĕ;

- чăваш литературин (поэзи, проза, драма) речĕсен XX ĕмĕрти классикĕсем: кулăшпа питлев, ĕссĕмлĕхпе таймăк-шаймăк литератури;

- психологилле, лирикăлла прозăри паллă хайлавсем (А.С.Ар-темьев, Ю.И.Скворцов т. ыт.);

- чăвашсен тĕрлĕ тапхăрсенчи паллă фольклорисчĕсем, ли-тературовечĕсем тата критикĕсем.


автор, лирикалла инверси символизм

герой идеализаци синкретизм

акросăвă историзм типлăх

антитеза компиляци тенденцилĕх

антигерой лейтмотив триллер

архетип мистификаци утопи

беллетристика объективлăх фантази

верлибр, шурă сăвă, парадокс хронотоп

сăвăлла проза постмодернизм цитата

декаданс проблема шедевр

драматизм ретроспекци Эзоп чĕлхи

идея, идейăлăх сарказм экспромт

Литература пĕлĕвĕн сăмахсарĕ (куллен кирлĕ терминсем): 64

ХУШСА ПАНИ

1. Учительсене пĕлсе тăма:

Шкул ачисен кашни класра мĕн-мĕн пĕлмеллине тата пул-тармаллине патшалăх стандартĕнче кăтартса хăварнă. («Халăх шкулĕ», 3№, 2003).

2. Вĕренме каякансем (абитуриентсем) валли кăларнă кăтарту- семпе сĕнÿсем:

Абрамов В.А. Сăмахпа сăнар сипечĕ. - Шупашкар, 1998.

Абрамов В.А., Печников О.И. Сочинени мĕнле çырмалла. -Шупашкар, 1998.

Андреев В.В., Андреева Е.А. Çыр та - пĕлсе çыр: Вĕренÿ посо-бийĕ. - Шупашкар, 1997.

Андреев В.В., Андреева Е.А. Чăваш чĕлхипе литератури, сă-махлăхĕ, культури, историйĕ. - Шупашкар, 1997.

Дмитриев В.И. Чăваш чĕлхи тата литератури: тĕрĕслев ĕçĕсем-пе меслет кăтартăвĕсем. - Шупашкар, 1995.

Михайлова З.П., Михайлов В.М. Чăваш литератури: (тест пух-хи). - Шупашкар, 1999.

3. Çак программăпа вĕрентмелли çĕнĕ кĕнекесем:

V класс - Çĕнĕ кĕнеке тухиччен гимназисемпе лицейсем

валли кăларнипе усă курмалла: Тăван литерату-ра: Вĕренÿпе вулав кĕнеки. Г.В.Лукояновпа В.Н.Пуш-кин хатĕрленĕ. - Ш., 1998.

VI класс - Тăван литература: Вĕренÿпе вулав кĕнеки. 3. С Антоновăпа Н.Г.Иванова хатĕрленĕ. - Ш., 2001.

VII класс - Тăван литература: Вĕренÿпе вулав кĕнеки. 3. С Антоновăпа П.Н.Метин хатĕрленĕ. - Ш., 2002.

VIII класс - Чăваш литератури: Вĕренÿпе вулав кĕнеки. В.П.Никитин (Станьял) хатĕрленĕ. - Ш., 2003.

IX класс - Чăваш литератури: Вĕренÿпе вулав кĕнеки. В.П.Никитин (Станьял) хатĕрленĕ. - Ш., 2003.

X класс - Чăваш литератури: Вĕренÿ кĕнеки. В.Г.Родионов хатĕрленĕ. - Ш., 2003.

Чăваш литератури: Хрестомати. В.Г.Родионовпа Э.И.Родионова хатĕрленĕ. - Ш., 2002.



XI класс - Чăваш литератури: Вĕренÿ кĕнеки. Г.И.Федоров хатĕрленĕ. - Ш., 2003.

Чăваш литератури: Хрестомати. Г.И.Федоров ха-тĕрленĕ. - Ш., 2002.


Сподели с приятели:
1   2   3   4   5




©obuch.info 2024
отнасят до администрацията

    Начална страница